Listly by Anatoly Mironov
Чăвашла сайтсем. Кунта чăваш чĕлхипе усă курнă сайтсем. Чи пĕлтерĕшли чăвашла интерфейсĕпе текстăн чылайăшĕ чăвашла пулни.
A list with Chuvash Web Sites.
Википеди - тĕрлĕ чĕлхеллĕ Википедине килĕрех! вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме йыхравлатпăр! Халĕ пирĕн энциклопединче статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.
Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕн сайчĕ.
Эпир ҫӗр-ҫӗр чӗлхепе калаҫатпӑр тата тӗрлӗ ҫӗршывсенче пурӑнатпӑр пулин те, пирӗн пурин те пӗр тӗллев. Пуринчен ытла эпир Иеговӑна, Библи Туррине тата пурне те Пултаракана, мухтава кӑларасшӑн. Эпир Иисус Христосран тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр, христиансем пулни пирӗншӗн пысӑк чыс. Пирӗнтен кашниех ҫынсене Библи ҫинчен тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлме пулӑшмашкӑн тӑтӑшах вӑхӑт уйӑрать.
Наци телерадиокомпанине икĕ радио тата пĕр телеканал кĕрет: "Наци радиовĕ", "Тăван радио", "Наци телевиденийĕ". Компани çулталăка яхăн яваплă пуçлăхсăр ĕçлерĕ. Халĕ вара Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви иккĕмĕш хут конкурс ирттерсе ыйтăва татса пачĕ, Чăваш Республикин Наци телерадиокомпанине ертсе пыма Наци библиотекин "Кĕнеке палати" пайĕн пуçлăхне Александр Магарина суйларĕç.
Андреев, И.А.; Горшков, А.Е.; Иванов, А.И. и др. Чувашско-русский словарь; под редакцией М.И. Скворцова. М., "Русский язык", 1985. - 712 с. Словарь содержит около 40 000 слов современного чувашского литературного языка, включая и устаревшие слова, встречающиеся в произведениях современных чувашских писателей. Словарь иллюстрирован - он содержит 32 цветные таблицы, штриховые рисунки и фотографии.
электронлă вулавăшĕ 500-мĕш хайлавпа пуянланчĕ. Вăл - Мăн Шетмĕ шкул директорĕ пулнă Н.П.Петров çырнă "Марионеткăсем" сăвă. Сăмах май, асăннă учитель сăвăçăн сăввисен пуххи 78 хайлава çитрĕ. Чи нумай сăвă-калав вара Николай Карай пултарулăхĕн лаççинчен. Унăн 96 сăвă-калавне вырнаçтарнă кунта. Виççĕмĕш вырăнта - Гурий Дубров пултарулăхĕ. Унăн пĕтĕмпе 69 сăвă кун çути курнă вулавăшра.
Ку сайт — тĕнче тетелĕнче вырнаçнă чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕрен япаласене сутакан лавкка. Пирĕн лавккара чăвашла CD тата DVD, тĕрлĕ кĕнекесем, ятарласа хатĕрленĕ сувенирсем пур.
Пирĕн пĕрлешӳ «Хавал» ятлă. Ку вăл вăй-хăвата тата йăла-йĕркене пĕлтерекен сăмах. Хамăра хамăр çапла ят парса эпир тĕллевĕмĕр ырă пулнине çирĕплетесшĕн.
Mozilla Firefox валли хушăм хатĕр - 0.1 версиллĕ. Ĕçленĕ чухне-сем аффикс хушăнса пулнă сăмахсене пĕлмест. Сĕннĕ чухне те темĕнче арăш-пирĕш сăмахсене сĕнет. Сăмахсар форматне ытлашшиех ăнлансах каймасть пулас... Епле тĕрĕслемесси пирки шухăшласа пăхăпăр. Ыттисене пекех ăна та"Уçласа ил" пайра илме пулать.
Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр
Căvashla şyrnă hajlavsene internetra jĕrleken, puhakan sajt ][ чăвашла вулаттаракан сайт – чăвашла çырнă хайлавсене интернетра йĕрлекен, пухакан сайт ][ web-collection of Chuvash Literature in Chuvash.
7-мĕш педканаш хăйĕн ĕçне пуçăнать
Кăçалхи 2013-14 вĕренÿ çулĕ умĕн яланхи пекех чăваш вĕренекенĕсен педканашĕ хăйĕн ĕçне пуçăнать.
Патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ Патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ
ППА пирки сăмах калама пулать ку пайра.
"Шкулта" журнал пирки "Шкулта" журнал пирки
Кунта кăçал тухма пуçланă "Шкулта" электрон журнал пирки сăмахлама пулать. Çĕнĕ журналпа http://www.shkul.su./ сайтра паллашма пулать.
Интернет телевидени ĕçлет Интернет телевидени ĕçлет
Чăваш вĕрентекенĕсем валли интернет телевидени ĕçлет. Унта кашниех хăйне валли кирлĕ видео материал тупасса шанас килет. Телеканал http://www.youtube.com/user/civmih2 адреспа вырнаçнă.
Электрон пособисем Электрон пособисем
Кунта электронлă пособисене сÿтсе явма пулать
Программăсем Программăсем
Программăсем пирки
Тĕрĕслев-хаклав материалĕ Тĕрĕслев-хаклав материалĕ
Тĕрĕслев-хаклав материалĕсем пирки
Теори ыйтăвĕсем Теори ыйтăвĕсем
Теори ыйтăвĕсене сÿтсе яватпăр.
"Чăваш йăмри" интернет конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Вĕрентекен пурнăçĕ хальхи саманара çăмăл теме çук. Уроксене хатĕрленесси, тĕрлĕрен хут ĕçĕ тăвасси, уроксем хыççăн ачасене канăвне йĕркелесси тата ... вуншар-вуншар ыйту тухса тăрать. Çав вăхăтрах харпăр хăй пĕлĕвне ÿстересси те чи çивĕччисенчен пĕри. Ăна ниепле те аякка хăварма пулмасть - кунта пирĕн кулленхи пурнăç, пирĕн шалу, çемье пуласлăхĕн тĕп пайĕ.
Интернет журналăн тĕп тĕллевĕ шăпах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан вĕрентекенсен пурнăçне çăмăллатасси. Пирĕнпе çыхăнма компьютерсăр пуçне урăх нимех те кирлĕ мар. Ятарлă изданисен редакцийĕсене кайса çÿреме, хăвăр хатĕрленĕ матералсене вырнаçтармашкăн тархаслама, унтан хатĕр материал пичетленессе уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтсе пурăнма кирлĕ мар. Эсир ярса панă материал çитес номертех пичетленсе тухасса эпир шантаратпăр. Кунта пĕртен пĕр йĕрке кăна пур: сирĕн материал шкулти вĕрентекенĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшмалла. Пичете хатĕр кашни материалшăн интернет журнал сертификат ярса парать.
"Канаш" - Чĕмпĕр (Ульяновск) хулинче тухса тăракан чăваш хаçачĕ. Эрнере 1 тухать, тиражĕ - 2000 экземпляр. Тĕп редактор: Николай Николаевич Ларионов. "Канаш" - газета Ульяновской области на чувашском языке. Тираж 2000 экземпляров, выходит 1 раз в неделю. Главный редактор: Николай Николаевич Ларионов.
Такмаксен пуххи. Сайта йĕркелесе уçаканни - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Алексей Михайлов. Сайт редакторĕ тата модераторĕ - Михайлов В.М.
Политика Ку Чăваш Енри политика çинчен калаçмалли, хальхи пулăмсене сӳтсе явмалли вырăн.